Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑваш чӗлхи

Етӗрнери 1-мӗш гимназире 5-мӗш класра вӗренекенсем Тимофеева В.П., Тимофеева В.Н. ертсе пынипе И.Я.Яковлев ачалӑхӗпе паллашрӗҫ. Пӗчӗк Иван ҫуралсанах тӑлӑха тӑрса юлнӑ. Ӑна кӳршӗсем усрава илнӗ, пӑхса ӳстернӗ. Ачалӑхӗ йывӑр пулнине пӑхмасӑр Иван вӗренме тӑрӑшнӑ. Кӗнеке нумай вуланӑ, «5» паллӑсемпе кӑна вӗреннӗ. Тата хӑй вӗренсе пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӑван халӑхне пулӑшма вӑй ҫитернӗ. Ҫакӑ 10-11 ҫулхи ачасене тарӑн шухӑша ячӗ. Вӗсем те вӗренӳре Иван Яковлев пекех тӑрӑшуллӑ пулма шантарчӗҫ.

Ҫак кун 5-6, 8-мӗш класра вӗренекенсемшӗн чӑннипех те асра юлӗ. Вӗрентекенсем (Иванова И.В., Тимофеева В.П.) уроксенче тӗрлӗ ӑмӑртусем ирттерчӗҫ: «Ҫамрӑк ӑсчах», «Асамлӑх тӗнчинче», «37 пӗр тӑван ҫӗршывӗнче», «Чӑваш Республикин хулисем», «Ҫӗр пин юрӑ ҫӗршывӗнче».

 

Мӗнле пуян пирӗн тӑван чӗлхе — чӑваш чӗлхи!

Мӗн тери илемлӗ пирӗн Тӑван ҫӗршыв — Чӑваш ҫӗршывӗ!

 

Чи пултаруллисем парнесем илме тивӗҫ пулчӗҫ.

 

Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне ӗҫ комитечӗ «Чӗвӗлти чӗкеҫ – чӗлхе пӗлни пурне те кирлӗ» вӑйӑ-конкурс пӗтӗмлетӗвӗсене ҫирӗплетрӗ.

Конкурс нарӑсӑн 2-мӗшӗнче чӑваш чӗлхине вӗренекен шкулсенче иртнӗччӗ. Вӑл чӗлхе пӗлӗвӗпе интересленекен шкул ачисен пултарулӑхне уҫса пама пулӑшать, чӗлхе ӑслӑлӑхӗ патнелле туртӑнма хистет.

Пӗтӗмпе вӑййа 20 563 вӗренекен хутшӑнчӗ: Чӑваш Республикинчен — 19 514, Тутарстанран — 563, Пушкӑртстанран — 379, Самара тӑрӑхӗнчен — 74, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчен — 33 вӗренекен. Конкурсӑн ӗҫ комитетчӗ пӗтӗмпе 112 ҫӗнтерӳҫӗ палӑртрӗ.

 

Ярапайкасси ялӗ
Ярапайкасси ялӗ

Муркаш районӗнчи Ярапайкасси вӑтам шкулӗнче Чӑваш чӗлхи эрни пырать. Паян шкула ҫав тери савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ: 8 класра вӗренекен Сорокина Инна акан 18-22-мӗшӗсенче Раҫҫей шайӗнче иртнӗ «Тӑван ен: ҫутҫанталӑк, культура, этнос» ӑмӑртура «Гуманитарипе экологи тӗпчевӗсем» номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ, сумлӑ парнесене: укҫан премие тата фотоаппарата тивӗҫнӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ Алевтина Геннадьевна Димитриева ертсе пынипе Инна Муркаш районне кӗрекен Елача ялӗ таврашӗнчи шыв-шур ячӗсене тӗпченӗ, шыв-шурсен классификацине тунӑ, вӗсен семантикине тарӑннӑн уҫса панӑ. Маттур вӗренекенӗмӗр тӗпчев ӗҫӗпе хатӗрленӗ хӑтлава Мускавра ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ, ыйтусем ҫине хуравланӑ.

А.Г. Димитриева 3 ҫул каялла йӗркеленӗ «Ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗ» кружока хаваспах ҫӳрекен шкул ачисем районта, республикӑра иртекен конкурссене хутшӑнаҫҫӗ, малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Ку таранччен кашни ҫулах «Тӑван ен: ҫутҫанталӑк, культура, этнос», «Отечество» ӑмӑртусенче, «Excelsior» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗнче Ярапайкасси шкул ачисем ҫӗнтерӳҫӗсем хушшинче пулнӑ.

Малалла...

 

Паян, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри информаципе культура центрӗнче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, чӑваш халӑх ҫи-пуҫӗн ӑсти Зинаида Воронова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Лариса Васильева пулчӗҫ.

Шкул ачисемпе тӗл пулнӑ май З.Воронова тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакан чӑвашсен ҫи-пуҫӗн уйрӑмлӑхӗсемпе паллаштарчӗ, хӑй аллипе хатӗрленӗ тумсен куравне йӗркелерӗ. Вера Кузьмина артистка П.Хусанкай ҫырнӑ «Тилли юррисем» ярӑмри сӑвӑсене тата «Ҫӗпӗр дивизийӗ» спектаклӗн пӗр пайне кӑтартнӑ чухне чылайӑшӗ куҫҫулленчӗ.

Лариса Васильева чӑваш юррисене шӑрантарчӗ. Уяв пурин кӑмӑлне те кайрӗ.

Культура ӑстисем ку мероприятие Чӑваш чӗлхи эрнине халалланӑ.

 

Акан 6-мӗшӗнчен Чӑваш телевиденийӗ тепӗр 200 пине яхӑн чӑваш килне ҫитет тесе пӗлтереҫҫӗ. Шупашкарсӑр пуҫне паянхи кун ку ҫӗнӗлӗхе Ҫӗнӗ Шупашкар, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри хулисем тата Опытныйпа (Ҫӗрпӳ районӗ) Тӗрлемес (Куславкка районӗ) посёлокӗсем хак пама пултараҫҫӗ. Тахҫанах кӗтнӗ ӗҫе Чӑваш Енри «Ростелеком» АУО, РТРС «Чӑваш Республикин РТПЦ» тата «Ҫӗн Шупашкар кабель ТВ» ТМЯО пӗрле пухӑнса йӗркеленӗ иккен.

Чӑваш чӗлхипе культурине аталантармалли майсем хушӑнни савӑнтарать ӗнтӗ, анчах та ҫак «чӳречене» чӑваш инҫекурав ӑстисем мӗнпе тултарӗҫ-ши?

 

Чӗмпӗр облаҫӗ
Чӗмпӗр облаҫӗ

Чӗлхе пӗлтерӗшӗ уйрӑм ҫынсен пурнӑҫӗнче ҫеҫ мар, ҫак чӗлхепе калаҫакан пӗтӗм халӑх пурнӑҫӗнче питӗ пысӑк пӗлтерешлӗ.

Хальхи вӑхӑтра Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсен шучӗ ҫӗртен те иртет. Вӗсен кашнин хӑйӗн тӑван чӗлхи пур. Пирӗн тӑванран та тӑван чӗлхе — чӑваш чӗлхи. Ҫак чӗлхе пур чухне чӑваш халӑхӗ те пур. «Чӗлхе пӗтсен халӑх та пӗтет»,-тенӗ чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Вӗрентекенӗмӗр И.Я.Яковлев. Иван Яковлевич тӗрӗс каланӑ: чӗлхе вӑл — нацийӗн тӗп паллисенчен пӗри. Енчен те ҫитес 20-30 ҫул хушшинче чӑвашсем пурте тӑван чӗлхене манса вырӑсла калаҫма пуҫлас пулсан вара чӑваш халӑхӗ ҫӗр пичӗ ҫинчен пачах ҫухалать, вӑл вырӑс халӑхӗ пулса каять. Анчах Иван Яковлевич Яковлевӑн сӑмахӗсене урӑхларах та калама пулать: «Халӑх пӗтсен — чӗлхе те пӗтет». 2010 ҫулхи ҫырав Раҫҫейри чӑвашсен шучӗ 200 пин ҫын чакнине кӑтартса пачӗ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра пӗр миллион ҫурӑ чӑваша яхӑн пурӑнать. Ҫын шучӗпе пирӗн халӑх Раҫҫейре пиллӗкмӗш вырӑн йышӑнать (вырӑссемпе украинецсем тата тутарсемпе пушкӑртсем хыҫҫӑн). Вунӑ ҫул каялла ҫеҫ тӑваттӑмӗш пыраттӑмӑр.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://kanash.su/504.html
 

Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче Чӑваш телевиденийӗ хӑнара пулчӗ. Алена Алексеева ҫыравҫӑпа ӳкеревҫӗ Александр Яковлев Якуртушкӑнь тата Юманай ялӗсене ҫитсе курчӗҫ.

Пӗрремӗш тӗлпулу Якуртушкӑнти вӑтам шкулта иртрӗ. Кунта Ҫӗмӗрле тӑрӑхри чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хӑйсен черетлӗ ларӑвне пуҫтарӑннӑ пулнӑ. Албутова Н.М. вӗрентекенӗн ачисем хӑйсен хайлавӗсемпе сӑввисене вуланӑ, чӑваш кӗпи илемне чӑваш ташшинче кӑтартнӑ. Унтан хӑнасем умӗнче юрӑпа ташӑ халӑх ушкӑнӗ «Шанчӑк» хайӗн пултарулӑхӗпе киллентернӗ. Сӑмах май, «Шанчӑка» Л. Григорьева темиҫе ҫул ӗнтӗ ертсе пырать. Якуртушкӑнь тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхепе юррӑ-ташӑ кашни килтех, ӗҫре те ӗҫкӗре те.

Тепӗр тӗлпулу Юманай ялӗнчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Архипов Севастьян Михайловичпа пулчӗ. Севастьян Михайлович Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче паллӑ ҫын, ӗмӗрне ял ачисене ӑс парас ӗҫре ирттернӗ. Ҫартан таврӑнсан вырӑс чӗлхи, истори тата географи вӗрентнӗ, юлашки вунӑ ҫулне шкул ертӳҫинче тӑрмашнӑ.

Малалла...

 

Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш Ен ачисем хушшинче чӑваш чӗлхипе литературин олимпиади иртрӗ. Кунта 130 чӑваш ачи пуҫтарӑнчӗ.

Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчен Якуртушкӑньпе Юманай шкулӗсем тапӑҫнӑ. Олимпиада вӗсемшӗн тухӑҫлӑ иртнӗ. 11-мӗш классра вӗренекен Юманай хӗрӗ Яковлева Оксана 2-мӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ, Якуртушкӑнь хӗрӗ Пакулаева Анастасия 3-мӗш вырӑна тухнӑ.

Ҫӗмӗрлӗ ачисене те вӗсен вӗрентекенӗсене те ҫак пысӑк ҫитӗнӳпе саламлатпӑр, малалла та хӑйсен пултарулӑхне аталантарасса шанатпӑр.

 

Паян, нарӑсӑн 2-мӗшӗнче, шкулсенче «Чӗвӗлти чӗкеҫ – чӗлхе пӗлни пурне те кирлӗ» вӑйӑ-ӑмӑрту иртет. Ку вӑййа 2-11 классенче вӗренекенсем хутшӑнаҫҫӗ, 2-3, 4-5, 6-7, 8-9, 10-11 классенчи вӗренекенсем уйрӑмшарӑн тупӑшаҫҫӗ. Вӗренекенсене чӑваш чӗлхипе пурӗ 30 тӗрлӗ ыйтупа ӗҫ сӗннӗ. Хуравӗсене ҫырмалла мар: сӗннӗ 5 хуравран тӗрӗссине (1 тӗрӗс хурава) суйласа илсе ятарлӑ бланк ҫинче хура гель ручкӑпа паллӑ тумалла. Ӗҫе пурнӑҫлама 1 сехет те 15 минут уйӑрнӑ.

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем кашни класпа уйрӑммӑн пулаҫҫӗ. Ака уйӑхӗнче, бланксене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, кашни вӑййа хутшӑнакан вӗренекен тивӗҫлӗ сертификат илет, пултаруллисем дипломсемпе парнесемлӗ пулӗҫ.

 

Вӗрентекенӗсем
Вӗрентекенӗсем

2012 ҫулхи кӑрлачӑн 23-27-мӗшӗсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ йӗркеленипе Раҫҫей чӗлхисене машинӑпа куҫарассин курсӗ иртрӗ. Ку курсӑн тӗллевӗ — Apertium ятлӑ система пулӑшнипе хӑй куҫаракан тӑлмача тӑвассин практика пӗлӗвне пуянлатасси. Тромсё университечӗн Трун Тростерюд доценчӗпе Алаканта университечӗн Францис Мортон Таерз тата Индиана университечӗн Джонатан Норт Вашингтон аспиранчӗсен презентацилесе тунӑ лекцийӗсем пурин кӑмӑлне те кайрӗҫ, ҫак ӗҫпе малалла та ӗҫлеме хавхалантарчӗҫ.

Ку таранччен хӑй куҫаракан тӑлмача 40 чӗлхепе усӑ курма вӗрентнӗ те ӗнтӗ, ҫапах та ӗҫлемелли нумай-ха. Раҫҫӗйӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен (Ижевскран, Хусантан, Ҫтерлӗрен, Петертен, Перӗмрен), Латвирен хутшӑнакансем пулчӗҫ. Куҫаруҫӑсен курсне чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн преподавателӗсемпе студенчӗсем те хастар хутшӑнчӗҫ: М.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 136, 137, 138, 139, 140, 141, 142, 143, 144, 145, [146], 147, 148, 149, 150, 151, 152, 153, 154, 155, 156, ... 158
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Утӑ, 02

1921
103
Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та